Энтип Ваҫҫи (чӑн ячӗ — Антипов Василий Иванович) — чӑваш ҫыравҫи. 1937 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Клевлӗ районӗнчи Хурашыв ялӗнче ҫуралнӑ.
Энтип Ваҫҫи 1977 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ. Тӑван литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Пурнӑҫӗ
Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан ялти клуб заведующийӗ, чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн юсав бригадин бригадирӗ, слесарь пулнӑ. Чӑваш Ене куҫса килсен Ҫӗнӗ Шупашкарта стройкӑра ӗҫленӗ, каярах нумай тиражлӑ хаҫатӑн тата вырӑнти радиовещани редакторӗ пулнӑ.
1974–1977 ҫулсенче Энтип Ваҫҫи Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче тата тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ. Каярах вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тата СССР Писателӗсен союзӗ ҫумӗнчи литературӑн аслӑ курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн литконсультанчӗ тата правлени председателӗн ҫумӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин Вӑрман министерствинче ӗҫленӗ.
Пултарулӑхӗ
Унӑн паллӑрах кӗнекисем:
- «Ҫӑлкуҫ» (1974);
- «Алӑри асамат» (1976);
- «Туслӑх кӑшӑлӗ» (1977);
- «Пыл ҫунӑ ир» (1979);
- «Юрату юрри» (1984);
- «Самана» (1967).
Поэт публицистика жанрӗнче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Вуламалли
- Василий Энтип // Ҫилҫунат. 2000, № 10-12. С. 27.
- Н. Осипов. Пӗр сӑвӑ тишкерӗвӗ // Хыпар. – 2009, нарӑс, 17. С. 4.
- Ю. Сементер. Шавлать сӗм вӑрман, ешерет кӑлкан // Хыпар. – 1997, кӑрлач, 17.
- М. Ставский. Чун чанӗ // Григорьев Н. Сӑмах вӑйне туйса – Шупашкар, 1992. – 212-226 с.
- А. Юман. Энтип Ваҫҫи // «Канаш». – 1996, раштав, 21.
- П. Афанасьев. Эндип (Антипов) // Писатели Чувашии – Чебоксары, 2006. – 523-524 с.
- О. В. Скворцова. Интеллектуальные поиски чувашской лирики как характерная черта поэзии второй половины XX в. [о лирике Н. Теветкеля, Ю. Айдаша, В. Эндипа] // Чувашская лирика второй половины XX века – Чебоксары, 2010. – 35-58 с.
- А. Н. Тимуков. Эндип (Антипов) Василий Иванович // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – 504 с.
- А. Хузангай. Где искать радугу? // А. Хузангай. Поиск слова – Чебоксары, 1987. – 159-172 с.
- П. Ялгир / Энтип Ваҫҫи (Антипов Василий Иванович) // Литературный мир Чувашии – Чебоксары, 2005. – 147 c.
Каҫӑсем
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2017-01-16 22:38:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6442 хут пӑхнӑ.